Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
23 Майӑн , 11:11

2024 çулта шкул выпускникĕсене çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ

2024 çултан пуçласа Пушкăртстанри шкулсенчен вĕренсе тухакансене ылтăн медальсемсĕр пуçне кĕмĕллисене те парĕç.

2024 çулта шкул выпускникĕсене çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ
2024 çулта шкул выпускникĕсене çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ

Çакăн пирки республикăри вĕрентÿ тата наука министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Антипина «Салям» телекăларăмпа çыхăну йĕркеленĕ вăхăтра пĕлтернĕ.

Кунта лайăх паллăсемпе аттестат илекен ачасем пирки сăмах пырать.

Экспертăн кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн кăçал патшалăх аттестацине 51 пин - 9-мĕш класра вĕренекен тата 15,5 пин 11-мĕш класс ачи хутшăнĕ.

Пушкăртстанра Юлашки шăнкăрав уявĕ май уйăхĕн 24-мĕшĕнче иртĕ. Çакăн хыççăн экзаменсем пуçланĕç.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: