-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Ҫулсерен ҫуркунне вӗҫӗнче,
Ҫӗмӗртсен ҫеҫкисен ырринче
Сиреньсен шӑршипе хутӑшла
Янӑрать шӑнкӑрав тунсӑхпа.
Шкул сукмакӗ паян кӗскерех,
Вӗл вӗҫеҫ хӑмпӑсем ир-ирех.
Вӑрӑм ҫӳҫлӗ чипер хӗрӗсем
Ҫыхнӑ капӑр, шап-шур хӑюсем.
Каччисем те паян яштакрах,
Хавасрах, тен, кӑштах шухӑрах.
Ҫамрӑксен умӗнче вӑрӑм ҫул.
Тунсӑхпа ӑсатать савнӑ шкул.
Янӑрать юлашки шӑнкӑрав,
Уроксем пулас ҫук, ҫук тӑхтав.
Пӗлӳ ҫурч - ачалӑх сасси,
Иртнипе Паянхи. Пуласси.
Алина НИКОЛАЕВА.