Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
24 Июнӗн , 12:15

Шкулсенче аслă классенче вĕренекенсемшĕн тĕрлĕ апат хатĕрлесшĕн

Пушкăртстанри шкулсенче аслă классем валли апатланăва тĕрлĕ меню кĕртесшĕн.

Шкулсенче аслă классенче вĕренекенсемшĕн тĕрлĕ апат хатĕрлесшĕн
Шкулсенче аслă классенче вĕренекенсемшĕн тĕрлĕ апат хатĕрлесшĕн

Аслă ачасем хăйсене килĕшекен тата сывлăх енчен усăллă апатсене суйласа илме пултарĕç. Çакăн çинчен  регионти апатлану операторĕсен II республика форумĕнче cÿтсе явнă.

Суту-илÿ министерствин пуçлăхĕ Алексей Гусев каланă тăрăх, 2024 çулхи сентябрь уйăхĕ тĕлне асăннă апатланăва кĕртме пултаракан оборудованиллĕ шкулсене суйласа илĕç.

Социаллă сферăри апатланăва çĕнетмелли ĕçсем 2019 çултан пыраççĕ.

Çак вăхăт хушшинче шкул апатланăвĕнче пысăк ĕç пурнăçланă:  шкул çулчченхи тата 7-11 çулхи ачасен апатланăвне базăллă меню хатĕрленĕ; сахăр диабечĕпе, фенилкетонурия тата ытти чирсемпе чирлекен ачасем валли уйрăм меню кĕртнĕ, вĕрентÿ организацийсенче апат хатĕрлессинче пĕр пек требованисем çирĕплетнĕ; «Пушкăртстан Республикинче социаллă апатланăва йĕркелесси» саккун йышăннă.

Форумра кулинари фестивалĕ, шкул апачĕсен выставки иртнĕ, тулли пурнăç илсе пырайман çынсен çулĕ пулнине шута илсе диета апатланăвне йĕркелессипе çыхăннă ĕçĕн презентацийĕпе паллаштарнă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: