Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
25 Июнӗн , 11:16

Раççей шкулĕсенче харпăр хăйне тыткаланишĕн паллă кĕртме пултараççĕ

РФ Президенчĕн çумĕнчи Çын прависен канашĕн (СПЧ)  пуçлăхĕ лару вăхăтĕнче çакăн пек сĕнÿпе тухнă. Çавăн пекех вăл хăйсене начар тытакан вĕренекенсене кăларăм (выпускной) экзаменĕсем пама чарма сĕннĕ.

Раççей шкулĕсенче  харпăр хăйне тыткаланишĕн паллă кĕртме пултараççĕ
Раççей шкулĕсенче харпăр хăйне тыткаланишĕн паллă кĕртме пултараççĕ

РФ Çут ĕç министерствинче харпăр хăйне тыткаланишĕн (поведение) паллă кĕртме хирĕç маррине пĕлтернĕ.

- Эпир ачасен харпăр хăйне тыткаланăшăн паллă кĕртессишĕн хирĕç мар, ăна кам хак парасси, тухăçĕ епле пуласси пирки уйласа пăхмалла, - тесе каланă çут ĕç министрĕ Сергей Кравцов.

- Вĕренекенĕн харпăр хăйне тыткаланипе «начар» паллă пулсан патшалăх экзаменĕсене  тытма чармалла, - тенĕ СПЧ пуçлăхĕ.

 - Кун пек чух васкавлă йышăнусем тумалла мар, - хурав панă ăна çут ĕç министрĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: