Çавăн пекех 2025-2027 çулсенче ача сачĕсене тĕпрен юсама та заявкăсем йышăннă. Çак кунсенче вĕсене федераллă министерствăна ăсатĕç. Маларах «Башинформ» пĕлтернĕ тăрăх, кăçал республикăри шкулсене юсама 1,48 млрд тенкĕ уйăрнă.
Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ултă шкулта юсав ĕçне вĕçлĕç. Çав шута Пишпÿлек районĕнчи Усак-Кичу шкулĕ, Баймакри лицей-интернат, Кумертау хулинчи 3№ лицей-интернат, Çтерлĕ хулинчи 2№ лицей-интернат, Ĕпхÿ хулинчи 119 № шкул, Абзелил районĕнчи Красная Башкирия ялĕнчи шкул кĕрет. Тепĕр 25 шкула çитес çул юсаса пĕтерĕç. Федераллă программа витĕмĕпе Пушкăртстанри вĕрентÿ шкул системисене çĕнетсе пурĕ 140 шкул юсанă.
Юсав ĕçĕсем пыракан пур шкулсене те паянхи саманапа килĕшсе тăракан хатĕрсемпе, çĕнĕ сĕтел-пуканпа, кирлĕ учебниксемпе, вĕрентÿ пособийĕсемпе тивĕçтереççĕ, шкул территорине тирпей-илем кĕртеççĕ.
Надежда РОДИОНОВА.