- Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче программăра икĕ çĕнĕ предмет пулĕ: «Хăрушсăрлăх никĕсĕсем тата Тăван çĕршыва хÿтĕлесси», «Труд (технологи)». Çакăн йышши предметсем шкулта халĕ те пур, анчах вĕсене пырса тивекен вĕренÿ программине тÿрлетÿсем кĕртĕç. Сăмахран, «Хăрушсăрлăх никĕсĕсем тата Тăван çĕршыва хÿтĕлесси» вĕренÿ предмечĕ шайĕнче «Çын хăйне хăй, обществăна тата патшалăха хăрушсăрлăхлă, çирĕп аталантарни», «Çар хатĕрленĕвĕ. Çар пĕлĕвĕсен никĕсĕ» çĕнĕ модульсем кĕртĕç, - тесе палăртнă Константин Толкачев.
«Труд (технологи)» предмечĕ енĕпе те вĕренÿ программине çĕнетĕç. Паянхи кун тĕлне шкулсенче пĕр программа çук: пĕрисем кулленхи пурнăçра кирлĕ хăнăхусене алла илеççĕ, теприсем робототехникăна ăша хываççĕ. Предмет шайĕнче тума тивĕçлĕ (обязательный) тата вариантлă модульсем пулĕç. Тума тивĕçлĕ модульсен шутне çаксем кĕрĕç: «Производство тата технологи», «Материалсенчен тата апат-çимĕçрен продукци хатĕрлемелли технологи», «Компьютер графики. Черчени», «Робототехника», «3D-модель, макет тăвасси». Вариантлă модульсем – «Автоматизациленĕ системăсем», «Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси», «Ÿсен-тăран çитĕнтересси».