2019 çултах пушкăрт чĕлхипе литература учителĕсем Пĕтĕм Раççейри съезда пухăннă. 2020 çулта çÿлерех асăннă структурăсем пушкăрт чĕлхипе литература учителĕсен регионсем хушшинчи форумне ирттернĕ. 2023 çулхи октябрь уйăхĕнче – полилингваллă вĕренÿ енĕпе Пĕтĕм тĕнчери форум.
Çапла форумсенче тунă йышăнусене пурнăçа кĕртнĕ май, республикăра сакăр полилингваллă шкул уçăлнă – Ĕпхÿпе Çтерлĕре, Нефтекамскпа Сибайра, Учалăра тата Хайбуллапа Мишкин районĕсенче. Кăçал вара çакăн йышши шкулсене Баймакпа Татăшлă районĕсенче уçма палăртаççĕ. Полилингваллă шкулсем вырăнти халăхăн чĕлхине тарăнрах вĕренме май парассипе уйрăлса тăраççĕ.
Пушкăртстанра «Пушкăртстан Республикинче пурăнакан халăхсен тата патшалăх чĕлхисене упраса хăварасси, вĕсене аталантарасси» уйрăм патшалăх программи ĕçлет. Ăна пурнăçа кĕртме 3,52 млн тенкĕ уйăрнă. Программа витĕмĕпе 2019-2023 çулсенче 133 класа интерактивлă хăмасемпе, проекторсемпе, ноутбуксемпе тата ытти нумай функциллĕ хатĕрсемпе тивĕçтернĕ.
Раççейĕн ытти регионсенчи шкулсене пушкăрт чĕлхипе тата литературипе 30,9 пин вĕренÿ, вĕренÿпе методика литератури ăсатнă.
ПР Вĕрентÿ аталанăвĕн институчĕн никĕсĕ çинче квалификаци ÿстермелли, тăван чĕлхе учителĕсене хатĕрлекен тÿлевсĕр курссем ирттереççĕ. Сăмахран, 2019-2022 çулсенче пушкăрт чĕлхипе литературине, тутар чĕлхипе литературине, чăваш чĕлхипе литературине, удмурт чĕлхипе литературине вĕрентекен 340 учитель хăйсен квалификацине ÿстернĕ.
Полилингваллă шкулсенче вăй хуракан, хăйсен предмечĕсене икĕ тата ытларах чĕлхепе вĕрентекенсене пулăшу парас тĕллевпе 2019 çултах ĕç укçи çумне 15% хушса укçа тÿлеççĕ. Çавăн пекех ача сачĕсенчи тăван чĕлхене вĕрентекен ушкăнсенче ĕçлекен воспитательсемпе педагогсен ĕç укçине 15% ÿстернĕ. Кăçал вара республикăри полилингваллă шкулсенче тăрăшакансене хавхалантарма ĕç укçи çумне хушса 20% тÿлĕç.
2022 çулта регионти Вĕрентÿ тата наука министерстви «Тăван чĕлхепе вĕрентекен шкул çулчченхи вĕрентÿ организацийĕн çулталăк педагогĕ» професси ăсталăхне палăртакан конкурс пуçарнă. 2023 çулта асăннă конкурс çĕнтерÿçисемпе лауреачĕсем ПР Пуçлăхĕн премине илме тивĕçнĕ.
Пĕлтĕр пушкăрт чĕлхипе литературине вĕрентекенсене паракан ПР правительствин преми шутне 50-ран 100 çити ÿстернĕ. Тăван чĕлхепе литература учителĕсемпе полилингваллă шкулсенче ĕçлекен педагогсене 50 пин тенкĕлĕх преми парса хавхалантараççĕ.
2023 çулта Пушкăрт патшалăх педагогика университетĕнче «Полилингваллă вĕренÿре филологи дисциплинине вĕрентмелли паянхи технологисем» уйрăм магистр программи уçăлнă. Пĕрремĕш курса 16 студент пухăннă.
Ĕпхÿ наука тата технологисен университетĕнче 2022-2023 вĕренÿ çулĕнче «Журналистика» пушкăрт ушкăнĕн ĕç-хĕлне пуçарнă. Унта 10 çын вĕренме кĕнĕ.
2021 çулта пушкăрт чĕлхипе литература олимпиадине Раççейри Çут ĕç министерстви çирĕплетнĕ олимпиадăсемпе конкурссен шутне кĕртнĕ. Асăннă предметсемпе йĕркеленĕ регионсем хушшинчи олимпиадăсен çĕнтерÿçисемпе лауреачĕсене аслă шкулсене вĕренме кĕнĕ чухне хушма балсем параççĕ – 5-рен пуçласа 10 таран.