«Сентябрĕн 1-мĕшĕ умĕн эпир шкул автобусĕсене уйăрса пама шутларăмăр. Республикăра, эпĕ йăнăшмастăп пулсан, 52 пин ача шкул автобусĕпе çÿреççĕ. Ку вăл пысăк çар. Паллах, чи кирли хăрушсăрлăх. Хăрушсăрлăх вара çĕнĕ автобуссем тата опытлă водительсем пур чухне пулать. Çавăнпа та эпĕ паян кăмăлтан уçăсем паратăп. Çул çинче инкек-синкексĕр çÿремелле пултăр, шкул автобус водителĕн пĕлтерĕшĕ питĕ те пысăк пулнине те пĕлетĕп, ăнланатăп. Вăл ирхине ачасене кĕтсе илет, уроксем хыççăн киле илсе çитерет, вĕсемпе калаçать, юрă-кĕвĕ ярса парать. Эпĕ шкул директорĕсене çывхарса килекен Пĕлÿ кунĕ ячĕпе саламлатăп,ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунатăп. Эсир те хăвăрăн вĕренекенĕрсемшĕн тунсăхласа çитрĕр пулĕ. Апла пулсан ĕçлеме пуçлатпăр. Уяв ячĕпе сире», -тенĕ Радий Хабиров.
Сăмах май, çĕнĕ автобуса тивĕçнисен шутĕнче чăваш шкулĕ те пур. Паянхи кун ачасемпе пĕрле савăнăçа Авăркас районĕнчи Шланлăри вăтам шкулти педагогсен колективĕ пайлать. Çĕнĕ автобус уççине регион ертÿçин аллинчен вĕрентÿ учрежденийĕн директорĕ Андрей Алексеев илнĕ. Саламлатпăр.
Юрий СНЕГОПАД.