+1 °С
Уҫҫӑнах
«Вĕрентекенсем валли санаторипе курорт канăвне йĕркелеме сĕнетĕп. Эпир путевкăн хакне пĕтĕмĕшле тÿлессине хамăр çине илме пултараймастпăр, анчах та кашни çул тăкаксен пĕр пайне саплаштарма майсем тупмаллах, педегогсен сывлăхне çирĕплетмелле. Çавăнпа та вĕрентÿ тата наука министерствине пĕр уйăх хушшинче учительсене икĕ эрнелĕх путевка уйăрса парасси пирки сĕнÿ тăратма ыйтатăп», - тенĕ вăл.
Педагогсен республика шайĕнчи августри канашлăвне пуçласа Ĕпхÿре мар, урăх хулара йĕркелени – çĕнĕ пулăм. Вăл «Регионти вĕрентÿ тытăмĕн стратегиллĕ çул паллисем» темăпа иртнĕ.
Юрий СНЕГОПАД.