Пĕчĕк ача пахчи университетăн пĕрремĕш хутĕнче - вĕренÿ корпусĕсемпе студент общежитисенчен тата обществăлла транспортăн чарăнăвĕнчен инçе мар – вырнаçĕ.
Пÿлĕмĕн ĕç йĕркине йăлари ача садĕнчи пекех йĕркелĕç - вĕренекен атте-аннесем хăйсен ачисене темиçе сехете воспитательпе хăварма пултарĕç. Çавăн пекех занятисем хушшинчи тăхтавсем вăхăтĕнче ашшĕсем хăйсен ачисемпе вăхăт ирттерме, амăшĕсем пепкисене кăкăр сĕчĕпе апатлантарма пултарĕç. Çакăн йышши пулăшупа 2-4 сехет усă курма пулĕ. Ушкăнри ачасен шучĕ 15 çынран иртмĕ.
Пÿлĕме мĕнпур кирлипе тивĕçтерĕç: ачана кипкепе чĕркемелли сĕтел, ача-пăча сĕтел-пуканĕ, теттесем, кĕнекесемпе ÿкермелли хăма, пĕчĕк шарсемпе тултарнă типĕ бассейн, пĕчĕк кухня, холодильник, туалет тата душ.
- Çемье çулталăкĕнче конкурсра çĕнтерни пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эпир студентсем хушшинче ыйтăм йĕркелерĕмĕр. Унăн хуравĕсем тăрăх, çакăн йышши пÿлĕм кирли паллă пулчĕ. Чылай ачаллă студент хăйсен пепкисене кĕске вăхăта хăварма май паракан пÿлĕмпе усă курма палăртать. Çакă çемьеллĕ студентсен ача çуратма, çав вăхăтрах вĕсене воспитани парас ĕçе аслă шкулта вĕренессипе пĕрлештерме кăмăл пуррине çирĕплетет. Пирĕн тĕллев – вĕсене яваплă йышăнура пулăшу парасси тата вĕсем валли хăтлă условисем йĕркелесси, - тенĕ Ĕпхÿ наука тата технологисен университечĕн ректорĕ Вадим Захаров.