Урал сасси
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
13 Сентябрӗн , 11:40

Пушкăртстанра тăван чĕлхене ăша хывмалли пособисем хатĕрлеççĕ

Республикăри филологсем, методистсем тата программистсем пушкăрт чĕлхине вĕрентмелли пособисем хатĕрлес тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Чылай проект Пушкăртстан Пуçлăхĕн гранчĕсене çĕнсе илнĕ, вĕсем Пушкăрт чĕлхине упраса хăварас тата аталантарас енĕпе ĕçлекен фонд  пулăшнипе пурнăçа кĕнĕ. Вĕсенчен пĕри — «Пушкăрт чĕлхи: çĕнĕлле пăхни 2.0». Унăн тĕллевĕ – тăван чĕлхене çамрăксемпе аслисен хушшинче сарасси.

Пушкăртстанра тăван чĕлхене ăша хывмалли пособисем хатĕрлеççĕ
Пушкăртстанра тăван чĕлхене ăша хывмалли пособисем хатĕрлеççĕ

Ĕпхÿре асăннă вĕрентÿ пособийĕпе усă курса пушкăрт чĕлхине вĕренмелли тÿлевсĕр курссем ирттереççĕ.

 - Курсантсем занятисене тулли кăмăлпа çÿрерĕç. Эпир, преподавательсем, проект пулăшнипе пушкăрт чĕлхине вĕрентмелли дидактика, вĕренÿ пособийĕсен банкне пуянлатма пултартăмăр, - тесе пĕлтернĕ материалсемпе усă курнă Ляля Сафина.

Вĕренÿ пособине пĕр ятлă мобильлĕ приложение куçарнă. Вĕренекенсем унпа хушма курссем евĕр усă курма е вăл пулăшнипе чĕлхене хăйсем тĕллĕн ăша хывма пултарĕç. Практика кăтартса панă тăрăх, унпа ытларах тӗп методика евĕр усă кураççĕ.

Приложение чĕлхене тин çеç вĕренме пуçланисем тата ăна лайăх пĕлекенсем валли хатĕрленĕ. Пĕрремĕшĕ те, иккĕмĕшĕ те хăйĕн пĕлĕвне вăтам шая çити ÿстерме пултарать. Çавăн пекех ун урлă грамматикăна ăша хывма, калаҫу чĕлхине вĕренме май пур. Пĕлĕве тĕрĕслемелли уйрăм тест заданийĕсене шута илнĕ. Унтах пушкăртларан вырăсла тата вырăсларан пушкăртла куçаракансен ссылкисене те кăтартса панă.Асăннă пособи çумне 10 видеоклип ÿкернĕ, вĕсем материала ăша хывма пулăшĕç.

Программăпа республикăра кăна мар, унăн тулашĕнче те интересленеççĕ. Çавăнпа «Тăван (пушкăрт) чĕлхе РФ регионĕсенче» вĕренÿ пособийĕ кăларнă. Унăн тиражĕ 1,5 пинпе танлашать. Пособисене РФ субъекчĕсем тăрăх сарас тĕллевпе Пĕтĕм тĕнчери пушкăртсен курултайĕн аппаратне панă. Издательство продукчĕсене Челябинск, Свердловск, Курган облаçĕсене, Пермь крайне, Мускавпа Санкт-Петербург хулисене илсе çитернĕ. Вӗсемпе 8,5 пин çын усă курнă.

Пушкăртстанра асăннă пособие шкулсем, вăтам тата аслă пĕлÿ паракан учрежденисем тÿлевсĕр илме тивĕçнĕ.  «Атя, выляма» фестиваль вăхăтĕнче кăмăл тăвакансем 200 пособи туяннă.

Шкул çулне çитмен ачасем те тимлĕхсĕр тăрса юлман. Грант шайĕнче ача сачĕсем валли «Юмах патĕнче хăнара» вĕрентÿпе дидактика материалĕсем хатĕрленĕ. Унăн тиражĕ – 1 пин экземпляр. Вăл вулав кĕнекинчен тата «Кубиксемпе пазлсем» аталанма пулăшакан пухуран тăрать.

 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: