Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
30 Октябрӗн , 16:00

Пĕрле - туслă çемье

Шаран салинчи «Радуга» ача садĕнче хăйне евĕрлĕ утренник иртнĕ.

Пĕрле - туслă çемье
Пĕрле - туслă çемье

«Колокольчики» хатĕрленÿ ушкăнне çичĕ наци ачи çÿрет. Вĕсен ашшĕ-амăшĕсем - пушкăрт, вырăс, тутар, чăваш, мари, эрмен тата таджик халăхĕсен представителĕсем - наци апачĕсемпе тулнă, сувенирсемпе, наци ялавĕн эрешĕсемпе тата элемĕсемпе илемлетнĕ сĕтелсем хатĕрленĕ.

Ача сачĕн воспитанникĕсем аслисем пулăшнипе хăйсен наци йăли-йĕркипе, культурипе паллаштарма тăрăшнă. Сăмахран, Александр Пашин амăшĕпе чăваш халăхĕн чысне-сумне çĕкленĕ. Пашинсем чăваш çемйисенче виçĕ ăру туслă та килĕшÿре пурăннине, уйрăмах аннене хисепленине, вăл ырă ятра пулнине палăртнă. Ăшлă кукăль чăвашсен сумлă апачĕсенчен пĕри пулнине пĕлтернĕ. Унсăр пуçне Александр тата унăн амăшĕ пухăннисене чăваш юррине парнеленĕ, тăван чĕлхепе илемлĕ сăвă вуласа панă.

Наци культурисен калейдоскопĕ Тăван çĕршыв, Пушкăртстан çинчен сăвăсем вулассипе, «Эпĕ, эсĕ тата вăл» юрă никĕсĕ çинче хатĕрленĕ ташă флэшмобĕпе вĕçленнĕ.

«Радуга» ача сачĕн ертÿçи Альфия Сулейманова мероприяти вĕçĕнче воспитанниксен ашшĕ-амăшĕсене, аслашшĕ-асламăшсене утренника хутшăнма кăмăл тунăшăн тав тунă.

 - Эпир пĕр çемье. Çемье йăли-йĕркисене манмалла мар, вĕсене ăруран ăрăва куçарса пырса типтерлĕ упрамалла, - тенĕ Альфия Рафаэловна аслисене Тав çырăвĕсем, çамрăк артистсене пылак парнесем панă май.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: