Вĕрентÿ учреждени хыçĕнче - икĕ ĕмĕре тăсăлакан истори тата республикăри икĕ аслă шкулăн (Пушкăрт патшалăх университечĕ тата Ĕпхÿри патшалăх авиаципе техника университечĕ) йăли-йĕркисем. Шăпах вĕсем Ĕпхÿри наука тата технологисен университетне малалла аталанма, çĕршывпа республика аталанăвне тивĕçлĕ тÿпе хывма май параççĕ.
- Чăн малтан эпĕ ĕçтешсене пирĕн тăван аслă шкулăн Çуралнă кунĕпе саламласшăн. Кăçал çу кунĕсенче эпир хамăра валли лайăх парне турăмăр – Йышăну компанийĕн кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн 50 пин планка урлă каçрăмăр, вĕсенчен виçĕ пинĕ – ют çĕршыв студенчĕсем.
Кăçал эпир 25 пине яхăн абитуриентран 70 пин ытла заявлени йышăнтăмăр. Бюджет никĕсĕ çинче йĕркеленĕ конкурспа килĕшÿллĕн пĕр вырăншăн 27 çын тупăшрĕç.
Абитуриентсен географийĕ те анлăланнине палăртса хăвармалла. Сăмахран, кăçал аслă шкула Раççей Федерацийĕн 44 регионĕнчен 50 пин ытла ĕнерхи шкул ачи вĕренме кĕчĕ, - тенĕ Ĕпхÿри наука тата технологисен университечĕн ректорĕ Вадим Захаров.