Пур хыпар та
Вĕрентÿ
10 Ноябрӗн 2024, 09:35

Раççейри шкулсенче йăлана кĕнĕ шăнкăрав сассине пăрахăçлĕç

Ноябрь уйăхĕнче РФ Çутĕç министерстви «Шăнкăрав вырăнне кĕвĕ» проекта пурнăçа кĕртме пуçлĕ. Малашне эпир хăнăхнă шăнкăрав сасси вырăнне классика хайлавĕсемпе халăхра анлă сарăлнă кĕвĕсен пĕр пайĕ янрĕ. Çак проект çĕршыври мĕнпур шкулсене пырса тивет, ачасене кĕвĕ культурине ăша хывма пулăшĕ тесе пĕлтернĕ министертво сайтĕнче.

Раççейри шкулсенче йăлана кĕнĕ шăнкăрав сассине пăрахăçлĕç
Раççейри шкулсенче йăлана кĕнĕ шăнкăрав сассине пăрахăçлĕç

Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче кĕвĕсене паллă астăвăм кунĕсене халаллĕç. Вĕсене Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчи ачасен музыка коллективĕсем çыртарĕç. Сăмахран, ноябрь уйăхĕнче Александра Пахмутован (композитор  95 çул тултарнине асра тытса) юррисенчи кĕвĕ пайĕсем пулĕç. Онлайн сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, 400 произведенинчен тăваттăшне суйласа илнĕ: «Орлята учатся летать», «Хорошие девчата», «Надежда» тата «Трус не играет в хоккей».

2024 çулхи декабрь уйăхĕнче шкулти шăнкарав сассине Петр Чайковскийĕн балетĕнчи кĕвĕ пайĕсем улăштарĕç. 2025 çулхи январьтен пуçласа май уйăхĕччен шăнкăрав кĕввисене çĕршыв историйĕн паллă кунĕсене тата «Кирли çинчен калаçнисем» («Разговоры о важном») занятисенчи темăсене халаллĕç.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: