Тĕлпулăва уçнă май акт залне пухăннă хăнасене гимнази директорĕ Фидалия Молчанова тата ачасен пултарулăх ушкăнĕ саламларĕç. «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов вĕрентекенсене çăмăлах мар ĕçĕнче чăтăмлăхпа ăнтăлу, канашлăва тухăçлă ирттерме сунчĕ.
Ун хыççăн ĕçлĕ семинар хăйĕн кун йĕркине гимназинче нумаях пулмасть уçăлнă «Эткер» медиацентрта тăсрĕ. Малтанах çакна палăртса хăвармалла, мероприяти чăн та çуллĕ шайра, пуриншĕн те усăллă та тухăçлă иртрĕ. Кунта теори ыйтăвĕсене практикăпа çыхăнтарни вырăнлă пулни сисĕнчĕ. Вĕрентекенсем хăйсем вĕренекенсен вырăнĕнче пулса курчĕç, спикерсем хушнă тĕрлĕ ĕçсене пурнăçласа ачалăхри шкул çулĕсенне аса илчĕç.
Кун йĕркипе килĕшÿллĕн тăван чĕлхе ăстисем виçĕ ыйту – «Хамăр тăрăхри материала вĕрентнĕ чухне çĕнĕ технологисемпе усă курасси», «Сăвă никĕсĕ» тата «Чăваш пикине илемлетесси» мастер-классем – пăхса тухрĕç. Вĕсене ПР вĕрентÿ отличникĕ Полина Кирилова, Алексей Емельянов тата Елена Петрова вĕрентекенсем кăсăк та анлăн ăнлантарса ăша хывма пулăшрĕç. Уйăрнă вăхăтпа усă курса теори пĕлĕвне илнĕ хыççăн вĕрентекенсем хайсен ĕçĕнче QR-кодсемпе ĕçлеме хăнăхрĕç, сăвă çырас ăсталăха тĕрĕслесе пăхма пултарчĕç, хатĕр матрешкăсене акварель сăррипе сăрласа чăваш тумĕпе илемлетрĕç.
Çавăн пекех семинар вăхăтĕнче малашне тумалли ĕçсен планне пăхса тухрĕç. Сăмахран, декабрь уйăхĕнче район шайĕнче чăваш чĕлхипе литература олимпиадине йĕркелемелле. Унта çĕнтернисем район чысне республикăра хÿтĕлĕç. Çитес çул вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕ Константин Иванов çуралнăранпа 135 çул çитет. Çак ятпа «Иванов вулавĕсем» ăслăлăх конференцийĕ иртмелле. Вĕрентекенсем «Урал сасси» хаçатпа та çыхăнăва анлăлатма тата та çывăхрах тума палăртаççĕ тата малашне те республикăпа Чăваш Енре иртекен тĕрлĕ конкурс-фестивальсене, ăслăлăх конференцийĕсене хутшăнма кăмăл пуррине пĕлтерчĕç.
Районти вĕрентÿ управленийĕн тăван чĕлхесемпе ĕçлекен Светлана Гареева специалист пĕтĕмлетÿсем тунă май, канашлу ĕçне пысăк хак пачĕ, спикерсене Тав çырăвĕсем парса чысларĕ.
- Тĕлпулу питĕ те ăшă, ĕçлĕ лару-тăрура иртрĕ. Паянхи семинарта илнĕ пĕлÿ малашне сире ĕçре пулăшса пырасса, паянхи пурнăç чăнлăхĕ кăларса тăратакан кăткăс ыйтусене татса пама ункай туса парасса шанатăп, - терĕ Светлана Хатиповна.
Юлашкинче медиацентрта пулнипе усă курса кашниех наци япалисемпе тата капăрĕсемпе усă курса асăнмалăх уйрăмшарăн сăн ÿкерчĕксем ÿкрĕç. Вĕсем çамрăк ăрăва те тăван чĕлхене вĕрентес, ăша хывас ĕçре кирлĕ те паха хатĕрсем пулĕç.
Юрий СНЕГОПАД.
Пелепей хули.