Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Вĕрентÿ
18 Мартӑн 2025, 10:55

Тăватă аслă шкул «Приоритет 2030» программăна кĕнĕ

ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров «Приоритет 2030»  стратегиллĕ академи программи шайĕнче республикăри аслă шкулсен хÿтĕлев кăтартăвĕсемпе паллаштарнă.

Тăватă аслă шкул «Приоритет 2030» программăна кĕнĕТăватă аслă шкул «Приоритет 2030» программăна кĕнĕ
Тăватă аслă шкул «Приоритет 2030» программăна кĕнĕ

Виçĕ аслă шкул çумне - нефть, медицина тата наукăпа технологи университечĕсем - Пушкăрт патшалăх аграри университечĕ хушăннă. Радий Хабиров палăртнă тăрăх, аталану программисене хÿтĕлесси тухăçлă иртнĕ, апла пулсан Пушкăртстанри аслă шкулсем каллех федераллă укçа-тенкĕ илме тивĕçĕç.

«Ку питĕ лайăх хыпар. Çакă университетсемпе, индустри тата бизнес-партнерсемпе пĕрле тачă çыхăнса ĕçленин тухăçĕ тесе шутлатăп. Пурне те, уйрăмах ректорсене тав сăмахĕ калатăп. Эпир пĕрле тăрăшса, пысăк конкуренци витĕр тухса Раççейри аслă шкулсемпе наука системинче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнатпăр, - тесе çырнă Радий Хабиров. - Аслă шкулсем экономикăн тĕрлĕ отраслĕ валли кадрсем хатĕрлекен тимĕрçĕ лаççи пулса тăнисĕр пуçне наукăна аталантараççĕ, хăйне евĕрлĕ тата пысăк технологиллĕ тĕпчевсем ирттереççĕ, хăйсем шутласа кăларнине производствăна кĕртес тĕлĕшпе вăй хураççĕ, регионти тата çĕршыври пысăк предприятисемпе пĕрле ĕçлеççĕ. «Приоритет 2030» программăна хутшăнни региона наукăпа технологи аталанăвĕнче хăйĕн позицине çирĕплетме май парать».   

Март уйăхĕн 15-мĕшĕнче виçĕ аслă шкул «Приоритет 2030» программа шайĕнче технологи аталанăвĕпе çыхăннă проекчĕсене хÿтĕленĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас