Урал сасси
+10 °С
Облачно
Вĕрентÿ
25 Марта 2025, 04:00

Ĕпхÿре геномлă центр уçăлĕ

Апрель уйăхĕн 4-мĕшĕнче Ĕпхÿре Аслă шкулсем хушшинчи студентсен кампусĕнче геномлă центр хăйĕн алăкĕсене уçĕ.  Çакăн пирки ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров тунти кун правительствăн оперативлă канашлăвĕнче пĕлтернĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Ĕпхÿре геномлă центр уçăлĕĔпхÿре геномлă центр уçăлĕ
Ĕпхÿре геномлă центр уçăлĕ

Кăçалхи çу кунĕсенче вара геномлă центр çумĕнче «Школа 21+» проект вăй илĕ. Ку «Сберпа» пĕрле пуçарнă вĕренÿ проекчĕ шутланать. Унăн уйрăмлăхĕ - генетикăри цифрăллă технологисем енĕпе ятарлă программа тата ача-пăча трекĕ. Ачасем пĕчĕкренех микроконтроллерсене вĕренĕç, электронлă схемăсем тума хăнăхĕç, тĕрлĕ оборудованисемпе çыхăнса ĕçлемелли майсене алла илĕç.

  

Автор:Ирида Матниязова