ПР тата ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕн Юрий Леонтьевăн воспитанникĕсем, тăххăрмĕш класра ăс пухакан Арслан Сунагатовпа Максим Михайлов, «Иртнĕ кунсен илемĕ» («Прекрасное-далекое») проект тăратнă. Арçын ачасем хăйсен ĕçне тăван шкулăн 125 çулхи юбилейне халалланă. Максим хăй пултаруллă пулнине асăннă конференцие хутшăнса виççĕмĕш хут çирĕплетнĕ. Арслан та иккĕмĕш хут малти вырăна тухнă.
Мероприятин савăнăçлă та хумхануллă саманчĕсенчен пĕри вăл - Юрий Леонтьева вĕрентÿ ĕçĕнче нумай çул хушши тухăçлă ĕçленĕшĕн хисеплесе «Пушкăртстан Республикин çулталăк учителĕ – 2025» конкурс çĕнтерÿçи Ренар Хайбуллин асăнмалăх парне пани пулнă.
Чăваш Хурамал шкулĕн ачисем «Ибрагимов вулавĕсем» конкурса 15-мĕш хут хутшăнса вуннăмĕш хут çĕнтерни вĕсем рекордçăсем пулнине çирĕплетет.
Наукăпа практика конференцине Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Ҫтерлĕ филиалĕн преподавателĕсемпе студенчĕсем те хастар хутшăннă. Тухса калаçакансем тарăн проблемăсене хускатнипе, çивĕч ыйту тавра калаçнипе палăрнă, хăйсен çĕнĕ ĕçĕсемпе паллаштарнă.
«Тăван чĕлхе - тĕнчене пĕлсе тăмалли мел тата хутшăну хатĕрĕ» («Родной язык как средство коммуникации и познания мира») секцинче çак студентсем çĕнтерÿçĕ пулса тăнă: 1-мĕш вырăн – Ольга Никитина (ТЧИН31), 2-мĕш вырăн – Кристина Никифорова (ТЧИН51), 3-мĕш вырăн – Константин Петров (ТЧИН41).
Ҫакăн йышши конференцисене ирттерни студентсемшĕн те, шкул ачисемшĕн питĕ усăллă. Мĕншĕн тесен вĕсем мĕн пĕлнине те тĕрĕслеççĕ, тавракурăма та анлăлатаççĕ.