Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Вĕрентÿ
11 Апрелӗн 2025, 05:30

Шкулсенче шăнкăрав вырăнне вăрçă çулĕсенчи юрă кĕввисем янăрĕç

Май уйăхĕнче шкулсенче шăнкăрав сасси вырăнне вăрçă вăхăтĕнчи юрăсем янăрĕç. Çакăн çинчен Раççей çут ĕç министрĕ Сергей Кравцов каланă.

Шкулсенче шăнкăрав вырăнне вăрçă çулĕсенчи юрă кĕввисем янăрĕçШкулсенче шăнкăрав вырăнне вăрçă çулĕсенчи юрă кĕввисем янăрĕç
Шкулсенче шăнкăрав вырăнне вăрçă çулĕсенчи юрă кĕввисем янăрĕç

- «Шăнкăрав вырăнне кĕвĕ» проект витĕмĕпе май уйăхĕнче  Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çинчен хывнă юрăсен кĕввисем янăрĕç, - тенĕ вăл 2025 çулхи «Вилĕмсĕр полк» акци ирттерессипе çыхăннă пресс-конференцинче.

Çавăн пекех «Пĕлтерĕшли çинчен калаçни» («Разговоры о важном») урок май уйăхĕн 5-мĕшĕнче çĕршывăн пур шкулĕсенче те иртессине, вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çинчен пулассине те систернĕ.

- «Вилĕмсĕр полк» акци пур шкулсемпе колледжсенче те иртĕ. Ăна тĕрлĕ форматпа йĕркелĕç. Хăрушлăхсăр лару-тăрура вăл хăнăхнă йĕркепе иртĕ. Иртнĕ çул акцие 10 млн вĕренекен хутшăннă. Кăçал çак хисеп нумайрах пуласса шанатпăр, - тенĕ вăл шанчăклăн.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас