+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Регионти Вĕрентÿ министерствинче документсене май уйăхĕн 12-мĕшĕччен Ĕпхÿ хули, Мингажев урамĕ, 120 çурт, 222 пÿлĕм адреспа йышăнни çинчен пĕлтернĕ.
Конкурса тулли ставкăпа эрнере 18 сехетрен кая мар илсе пыракан, педагогика стажĕ 3 çултан кая мар вĕрентекенсем хутшăнма пултараççĕ. Вĕсен тĕп ĕç вырăнĕ кĕçĕн, тĕп тата вăтам пĕлÿ программине пурнăçлакан организацисенче пулмалла.
Астутарасшăн, премин хисепĕ 200 пин тенкĕпе танлашать. Ăна кашни çул çĕршыври 1000 вĕрентекене параççĕ.