Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Вĕрентÿ
15 Апрелӗн 2025, 12:00

Кĕçĕн классенче вĕренекенсен килти ĕç нормине çирĕплетнĕ

2025 çулхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен 1-4-мĕш классенче вĕренекенсен килти ĕç пурнăçламалли вăхăт çирĕплетнĕ нормăран иртмелле мар.

Кĕçĕн классенче вĕренекенсен килти ĕç нормине çирĕплетнĕКĕçĕн классенче вĕренекенсен килти ĕç нормине çирĕплетнĕ
Кĕçĕн классенче вĕренекенсен килти ĕç нормине çирĕплетнĕ

Раççей Çут ĕç министерствин документĕнче палăртнинчен çакă паллă: пĕрремĕш класра вĕренекен ачасем килти ĕçе тума пĕр сехет уйăрмалла, иккĕмĕшпе виççĕмĕш классем – 1,5 сехет, тăваттăмĕш классем – 2 сехет.

  - 2025 çулхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен предметсем енĕпе пĕрлĕхлĕ план тăвасси пурнăçа кĕрĕ, Пĕтĕм Раççейри тĕрĕслев ĕçĕсене шута илсе пĕтĕмĕшле тĕрĕслев ĕçĕсен тата килте тумалли ĕçсен нормине çирĕплетĕç, - ăнлантарса панă РФ çут ĕç министрĕ Сергей Кравцов.  

Унсăр пуçне шкул кашни класа мĕнпур предметпа панă килти ĕçĕн калăпăшне тĕрĕслесе тăмалла.

Тепĕр урока паракан килти ĕçе халь пыракан урок вăхăтĕнче пĕлтермелле. Электронлă журнал пур пулсан вĕрентекенĕн информацие вĕренÿ кÿнĕ пĕтиччен унта вырнаçтармалла.

Вăрах вăхăт хушши хатĕрлемелли ĕçсене (реферат, доклад, презентаци, пăхмасăр калама вĕренесси) пурнăçлама шкул ачисене ытларах вăхăт памалла.   

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас