Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Вĕрентÿ
2 Майӑн 2025, 08:00

Вĕрентекенсем пĕлĕвĕсене ÿстерчĕç

Кăçалхи апрель уйăхĕнче ĔНТУн Çтерлĕри филиалĕнче «Тăван чăваш чĕлхипе литератури урокĕсенче вĕренекенсен вулав ăсталăхне аталантарасси тата çĕнĕлле шухăшлама вĕрентесси» программăпа республикăри чăваш чĕлхипе литература учителĕсен пĕлĕвне ÿстермелли курс иртрĕ.

Вĕрентекенсем  пĕлĕвĕсене ÿстерчĕçВĕрентекенсем  пĕлĕвĕсене ÿстерчĕç
Вĕрентекенсем пĕлĕвĕсене ÿстерчĕç

Курс ĕçĕ апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа апрель уйăхĕн 14-мĕшĕччен пычĕ. Пĕлĕве ÿстермелли программăна Авăркас, Давлекан, Шаран, Чекмагуш, Пишпÿлек, Мияки районĕсенчи шкулсенче ĕçлекен 11 вĕрентекен шĕкĕлчелерĕç. Асăннă курса тутар тата чăваш филологи кафедрин доценчĕ, филологи наукисен кандидачĕ Лариса Коротаева ертсе пычĕ. Эпĕ хам ĕçшĕн кирлине, усăллине нумай илтĕм. Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедрин ертÿçи, филологи наукисен кандидачĕ Анна Егорова вуланă лекцисем те питĕ интереслĕ пулчĕç. Курс ĕçĕнче тĕрлĕ презентацисемпе паллашрăмăр, чăваш чĕлхипе литературине вăтам шкулта вĕрентес уйрăмлăхсене, вĕренÿ хатĕрĕсемпе тухăçлă усă курмалли майсемпе мелсене сÿтсе яврăмăр.
«Вĕрентекенсен пĕлĕвне ÿстермелли курс питĕ вырăнлă, актуаллă пулчĕ. Унта сахал мар ыйту сÿтсе яврăмăр. Курс ертÿçисене пысăк тав сăмахĕ каламалла», – тет пирĕнпе пĕрле асăннă программăна иртнĕ Пишпÿлек районне кĕрекен Хушăлка шкул вĕрентекенĕ Ираида Степанова.
Шаран районĕнчи Тÿртÿллĕ шкул вĕрентекенĕ Альбина Игнатьеван ĕç опычĕ самаях пысăк, вăл ачасене вĕрентес ĕçре хĕрĕхе яхăн çул вăй хурать, апла пулин те кашнинчех пĕлĕвне ÿстермелли курса алла илме тăрăшать. «Питĕ лайăх, усăллă курс пулса тухрĕ. Чăваш учителĕсене кирлĕ нумай ыйту, ĕç сÿтсе яврăмăр. Пире уйрăмах инçет мелпе ирттернĕ «Чăваш чĕлхипе пĕтĕмĕшле патшалăх аттестацине хатĕрленесси» семинар килĕшрĕ», – пĕлтерет хăй шухăшне Альбина Александровна.
Пĕлĕве анлăлатни, туптани пире тата та тухăçлăрах ĕçлеме хавхалантарĕ.
Ирина ВИНОГРАДОВА, Треппел шкул вĕрентекенĕ.
Авăркас районĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас