Урал сасси
+28 °С
Облачно
Вĕрентÿ
6 Мая 2025, 06:00

Пушкăртстан пуçлăхĕ ача сачĕн воспитателĕсен гранчĕсен шутне ÿстернĕ

ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров ача сачĕн воспитателĕсен гранчĕсен шутне ÿстернĕ.

Пушкăртстан пуçлăхĕ ача сачĕн воспитателĕсен гранчĕсен шутне ÿстернĕПушкăртстан пуçлăхĕ ача сачĕн воспитателĕсен гранчĕсен шутне ÿстернĕ
Пушкăртстан пуçлăхĕ ача сачĕн воспитателĕсен гранчĕсен шутне ÿстернĕ

«ПР вĕрентÿ организацийĕсенче шкулчченхи вĕрентÿ  программисене пурнăçлакан çамрăк педагогсене уйăракан ПР Пуçлăхĕн гранчĕсем çинчен» указа кĕртнĕ улшăнусем тăрăх, 2025 çулта  50 грант уйăрнă пулсан, 2026 çулта вĕсен шучĕ 75 пулĕ.

Астутарасшăн, çулсерен шкулчченхи вĕрентÿ учрежденийĕсенче ĕçлекен педагогсене уйăракан грантсене Радий Хабиров хушнипе 2023 çулта çирĕплетнĕ. Пĕр грантăн хисепĕ 575 пин тенкĕпе танлашать.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас