Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Вĕрентÿ
19 Майӑн 2025, 07:00

«Чи лайăх шкул столовойĕ» конкурса пĕтĕмлетнĕ

Çак кунсенче Пушкăртстанра «Чи лайăх шкул столовойĕ» конкурс пĕтĕмлетĕвĕсене тунă. ПР вĕрентÿ тата наука министрĕ Ильдар Мавлетбердин  пĕлтернĕ тăрăх, кăçал ăмăртăва 34 муниципалитетри 42 шкул  столовойĕ хутшăннă. Вĕсенчен 11-шĕ республика шайĕнчи «СМАРТ» нумай профильлĕ полилингваллă гимнази лапамĕнче йĕркеленĕ финала тухнă.

«Чи лайăх шкул столовойĕ»  конкурса пĕтĕмлетнĕ«Чи лайăх шкул столовойĕ»  конкурса пĕтĕмлетнĕ
«Чи лайăх шкул столовойĕ» конкурса пĕтĕмлетнĕ

Республика тапхăрне тухнă участниксем темиçе тĕрĕслев витĕр иртнĕ. Çав шутра - «Шкул апатланăвĕ 3.0» тематика сĕтелĕсен куравĕ, «Хăрушсăрлăхлă апат блокĕ» квест-практикум, «Ашшĕ-амăшĕсен виçĕ ыйтăвĕ» блиц-турнир.

Çĕнтерÿçĕсем çаксем пулнă: «Миллионник-хулан чи лайăх шкул столовойĕ» номинацире – Ĕпхÿ хулинчи 115№ шкул тата 92№ коррекци шкул-интерначĕ; «Хула шкулĕн чи лайăх столовойĕ» - Нефтекамскри 2№ тата Çтерлĕри 29№  шкулсем; «Ял шкулĕн чи лайăх столовойĕ» - Ĕпхÿ районĕнчи Булгаково салинчи «Взлетай» пĕлÿ çурчĕ.

Çĕнтерÿçĕсемпе финала тухнисене ятарлă парнесем тата Тав çырăвĕсем парса чысланă.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас