Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Вĕрентÿ
21 Майӑн 2025, 06:00

Пушкăртстанри шкулсенче патшалăх экзаменĕсем пуçланнă

Паян, май уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Пушкăртстанра патшалăх пĕтĕмлетÿ аттестацийĕн тĕп тапхăрĕ пуçланнă.

Пушкăртстанри шкулсенче патшалăх экзаменĕсем пуçланнăПушкăртстанри шкулсенче патшалăх экзаменĕсем пуçланнă
Пушкăртстанри шкулсенче патшалăх экзаменĕсем пуçланнă

Кăçал тĕп патшалăх экзаменне (ТПЭ) тăххăрмĕш класра вĕреннĕ республикăри 52 пин шкул ачи тытĕ. Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменне (ППЭ) 17 пин вун пĕрмĕш класра вĕренекен парĕ.  Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсен марафонĕ май уйăхĕн 23-мĕшĕнче пуçланĕ.

Юлашки оперативлă канашлура ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров шкул ачисене ăнăçу суннă.

 - Ачасене çитес экзаменсенче ăнăçу сунатăп, вĕсене пурин те памалла пултăр. Пирĕн регионта ТПЭ тата ППЭ кăтартăвĕсем çулсерен ÿссе пыраççĕ. Çакă та, вĕрентÿ системин йĕрки те пирĕншĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ, - палăртнă республика ертÿçи.

Тĕп патшалăх экзаменĕ - 2025

Тăххăрмĕш класс ачисен тăватă экзамен тытмалла пулĕ: пурин те памалли экзаменсем – математика тата вырăс чĕлхи, иккĕшĕ – суйласа илнисем.

Вĕренекенсен ытларах пайĕ (56%) информатика предметне суйласа илнĕ, унтан  географипе обществознани.

Паян 9-мĕш классем акăлчан чĕлхипе экзамен тытаççĕ.

Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕ – 2025

Пĕрлĕхлĕ патшăлăх экзаменĕсем май уйăхĕн 23-мĕшĕнчен истори, литература тата хими предмечĕсенчен пуçланĕç.

Пушкăртстанра вĕреннĕ 11-мĕш класс ачисен çурри профильлĕ математика суйласа илнĕ. Шкулсенчен вĕренсе тухакансен 34 проценчĕ обществознани тата 27 проценчĕ информатика предмечĕсемпе экзаменсем парĕç. Пĕр предметпа июль уйăхĕн 3 е 4-мĕшĕнче тепĕр хут экзамен тытма пулĕ. Çак çĕнĕлĕх 2024 çулта РФ Президенчĕн Владимир Путинăн пуçарăвĕпе вăй илнĕ.

     

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас