

Тĕлпулу вăхăтĕнче географи урокне вĕрентекенсем «Географи минимумне» хатĕрлеме сĕннĕ. Радий Хабиров çĕнĕлĕхе ырласа йышăннă, ПР Вĕрентÿ тата наука министерствине Раççейри географи пĕрлĕхĕн регионти уйрăмĕпе пĕрле çак юхăмра ĕçлеме хушу панă.
Списока ачасем географи урокĕсен шайĕнче географи учителĕсемпе, класс ертÿçисемпе тата ашшĕ-амăшĕсемпе кайса курма пултаракан республикăри çут çанталăк объекчĕсем кĕрĕç. Кĕçĕн классенче вĕренекенсемшĕн – тăван хулапа районти паллă вырăнсем, аслă классемшĕн – мĕнпур республикипе. Çапла майпа çамрăк ăру Пушкăртстанри пĕлтерĕшлĕ тата паллă географи вырăнĕсемпе паллашма, вĕсене хăйсен туризм паспортне кĕртме пултарĕç.
Çавăн пекех географи учителĕсем республикăри муниципалитетсенче вăй хуракан ĕçтешĕсен опычĕсемпе паллашас тĕллевпе слетсем йĕркелеме май пуррипе çукки, вĕсене аслă шкулсен преподавателĕсене явăçтарасси пирки те кăсăкланнă.
Радий Хабиров çакăн йышши мероприятисене культура тата çут çанталăк еткерлĕхĕсен объекчĕсем çывăхĕнче йĕркелесен лайăх пуласса палăртнă.