Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Вĕрентÿ
23 Июнӗн 2025, 13:30

Пелепей хулинчи шкулсенче юсав ĕçĕсем хăçан вĕçленĕç-ши?

Пелепей хулинчи 8№ шкулти юсав ĕçĕсене çитес çĕнĕ вĕренÿ çулĕ, 2025-2026, тĕлне вĕçлеме палăртаççĕ. Çакăн пирки Пелепей район пуçлăхĕ Азат Сахабиев пĕлтернĕ.

Пелепей хулинчи шкулсенче юсав ĕçĕсем хăçан вĕçленĕç-ши?Пелепей хулинчи шкулсенче юсав ĕçĕсем хăçан вĕçленĕç-ши?
Пелепей хулинчи шкулсенче юсав ĕçĕсем хăçан вĕçленĕç-ши?

Паянхи кун тĕлне пĕлÿ çуртĕнчи ĕçсене 60% пурнăçланă, сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче ачасем парттăсем хушшине ларĕç.

Унсăр пуçне 2026 çулта хулари 15№ шкула çĕнĕ сĕм кĕртĕç. Унта 1,5 пин ытла ача вĕренме пултарать. Строительство ĕçĕсем вĕçлениччен шкул ачисем çĕнĕ корпусра ăс пухĕç.

Азат Сахабиев палăртнă тăрăх, пĕлÿ çурчĕсене çĕнетесси федераллă программа витĕмĕпе пурнăçланать.    

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас