

«Ачана шкула пуҫтар» ыр кӑмӑллӑх акцине хутшӑнма заявкӑсем йышӑнма пуçланӑ.Ăна«Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти ирттерет.Йывӑр лару-тӑрура пурӑнакан ҫемьесем партин обществӑлла приемнăйĕсенче пулӑшу ыйтма е унӑн официаллӑ сайтӗнче заявка хӑварма пултараҫҫӗ.Тӗллевӗ - ачасене вӗренÿре кирлӗ наборсемпе тивӗҫтересси.
– Пӗлтӗр кӑна пирӗн депутатсем, предпринимательсем тата регионсенче пурӑнакан хастарсем Пӗлӳ кунне хатӗрленме хутшӑннипе пӗтӗм ҫӗршывӗпе 287 пин шкул ачи пулӑшу илчӗ.Кӑҫалта чи кирлӗ япаласене пуҫтарӑпӑр: вӗренӳпе пултарулӑх валли пухусем, шкул форми, рюкзаксем тата спорт хатĕрĕсем.Акци вӑхӑтӗнче СВОна хутшӑннисен тата ҫӗнӗ регионсенчи ачасене уйрӑмах тимлӗх уйӑрӑпӑр, – пӗлтерчӗ «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Тĕп канаш секретарӗ Владимир Якушев.
Япаласенепартинрегионтиуйрӑмӗсенйышӑнупункчӗсенче пухаççĕ. Акциехутшӑнма кирек кам та пултарать.«Ачана шкула пуҫтар» акци 2012 ҫултанпа иртет.Унта хутшӑнакансем– депутатсем, предпринимательсемпе волонтерсем. Вĕсем сахал тупӑшлӑ тата нумай ачаллӑ ҫемьесенчи шкул ачисене, сусӑр ачасене тата ытти нушаллă ачана пулăшу кÿреççĕ.Ҫак ӗҫ ҫӗр-пин ҫемьен пурнӑҫ пахалӑхне лайăхлатать, Пĕлÿ кунĕпе çыхăннă тăкаксене саплаштарать.
Унпа пӗрлех "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти «Ашшӗ-амӑш йышăнăвĕ» («Родительская приемка») йӗркелет. Парти çыннисем ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле юсав ирттернĕ хыççăн шкулсен хатĕрлĕхне тĕрĕслеççĕ, çивĕч ыйтусене сÿтсе яваççĕ.