+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Роспотребнадзор ыйтнипе 1-мӗш класра ирттермелли занятисен форми çеç улшăнать – ăна урок тулашӗнчи формăна куçараççӗ. Тивӗçлӗ сӗнӳсене РФ субъекчӗсене ярса панă.
«Тăван чӗлхе – культура еткерлӗхӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ, ăна вӗренме майсем туса памалла. Эпир вӗрентӳ процесӗ шайӗнче чӗлхе тӗрлӗлӗхне упраса хăварассин тата пулăшассин кирлӗлӗхне палăртатпăр», – пӗлтернӗ РФ çут ӗç министрӗ Сергей Кравцов.
Тăван чӗлхене вӗренме пулăшас тытăма, вӗрентӳ материалӗсем хатӗрлессине тата педагогсен квалификацине ӳстерессине министерство малалла аталантарасшăн.