

Кармаскалă район администрацинче ăна «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕпе пурнăçланине пӗлтернӗ. Гимнази валлилазерпа фрезер станокӗсем, йывӑҫпа ӗҫлекен станок, ҫӗвӗ машинкисем, манекенсем, верстаксем тата ытти инструментсемпе тӑкакламалли материалсем илӗҫ.Оборудованинпӗрпайне шкула çитернĕ те ӗнтӗ.Вӑл федераллăпатшалӑхвӗренӳстандарчӗсенепĕтĕмпе тивӗҫтерет. Ачасене практика хӑнӑхӑвӗсене тата пултарулӑх ăс-тăнне аталантарма май парĕ.
"Пирӗн шкулсене кирлĕ хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтернине сăнама кăмăллă. Пур пекоборудованитахҫанахкивелнӗ, ҫӗнни вара тавракурӑма анлӑлатма, ҫитӗнекен ӑрӑва чӑн пурнӑҫа хатӗрлемелли питӗ лайӑх инструмент пулӗ", – тенӗ гимназире ӗҫ учителӗ пулса ĕçлекен Марат Тазетдинов.
"Ҫамрӑксемпе ачасем" наци проекчĕн тĕллевĕ - ҫамрӑксен пултарулӑхне аталантарма тата палăртнине пурнӑҫа кӗртме майсем туса парасси. Çав ĕçсен шутне шкулсем хăпартасси тата юсасси, педагогсен квалификацине ӳстересси, вӗрентӗвӗн ҫӗнӗ методикисемпе тата хӑтлӑ условисемпе тивĕçтересси кĕрет. Наци проекчĕ ҫавӑн пекех тӗнче шайӗнчи кампуссен сетьне аталантарма тата "Приоритет 2030"программӑпа аслӑ шкулсене пулӑшма палӑртать.