2025 çулта Раççейре 1,5 млн ача парта хушшине пĕрремĕш хут ларĕ. Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче 18 млн ытла ача шкула кайĕ. Çакăн пирки регионсенчи вĕрентÿ ведомствисен ертÿçисемпе ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри канашлура Дмитрий Чернышенко вице-премьер пĕлтернĕ.
- Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче çĕршыври 40 пин шкула 18 млн ача кайĕ, çав шутра 1,5 млн – пĕрремĕш классем. 28 субъектра чаплă лару-тăрура 43 çĕнĕ шкул уçăлĕ, - тенĕ вице-премьер.
Пушкăртстан Республикин Çут ĕç министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, кăçал республикăра 45 пин ача валли шăнкăрав пĕрремĕш хут янăрĕ. Пĕтĕмĕшле вара вĕренÿ çулĕ 500 пин ачашăн пуçланĕ.