Пур хыпар та
Вĕрентÿ
22 Августӑн 2025, 18:00

Раççей шкулĕсенче акăлчан чĕлхине вĕрентессине чакарĕç

2025 çулхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Раççей шкулĕсенче 5-7 классенче акăлчан чĕлхине вĕрентессине икĕ сехете чакарĕç. Асăннă мерăна РФ Çут ĕç министерствин приказĕпе çирĕплетнĕ.

Раççей шкулĕсенче акăлчан чĕлхине вĕрентессине чакарĕç
Раççей шкулĕсенче акăлчан чĕлхине вĕрентессине чакарĕç

Документра палăртнă тăрăх, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисенче 5-7 классенче акăлчан чĕлхине вĕренмелли вĕренÿ вăхăчĕн калăпăшне эрнере икĕ академи сехечĕ таран сахаллатаççĕ.

Йышăну çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă хыççăн вăя кĕрет, çĕршыври пур региона та пырса тивет. Хыпар министерствăн официаллă сайтĕнче пичетленнĕ. Маларах Раççейри хăш-пĕр регионсенчи шкулсенче тăван чĕлхе урокĕсене чакарнă. РФ Çут ĕç министерстви каланă тăрăх, улшăнусем вĕрентÿ тиевне пырса тивеççĕ, асăннă предметсене класс тулашĕнче те вĕренме пулать. Çав вăхăтрах истори урокĕсен сехечĕ нумайланать.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас