2024 çулта çеç шкулсене хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтерме 128 миллиона яхăн укçа уйăрнă.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн Пушкăртстан правительствинче вĕрентÿ учрежденисенче йĕркелекен апатланăвăн пахалăхĕ пирки сÿтсе явнă. Республика премьер-министрĕ Андрей Назаров каланă тăрăх, вĕренекенсене паха та хăрушсăр апатпа тивĕçтересси чи кирлĕ юхăмсенчен пĕри шутланать.
Кăçал парта хушшине 500 пинрен кая мар вĕренекен ларĕ, вĕсенчен 45 пинĕшĕ - пĕрремĕш класа каякансем. Ачасем валли 1200 шкул хăйсен алăкĕсене уçĕ. Сентябрь уйăхĕнчен пуçласа методика пулăшăвĕ паракан, йĕркене пăснине тÿрлетме пулăшакан тухса çÿрекен тĕрĕслевсемпе семинарсем ирттерĕç.
Çитес вĕренÿ çулне 700 тĕрĕслев ирттерме палăртаççĕ. Вĕсенче апат-çимĕç блокĕсене, юр-вар ăçта упраннинчен пуçласа ăна ăçта туяннине çирĕплетекен документсем таран тĕрĕслĕç.
Çавăн пекех 3000 продукцие лаборатори тĕрĕслевĕ витĕр ирттерме палăртаççĕ.