-21 °С
Пӗлӗтлӗ
ПР Правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров çак пулăм ИТ-вĕрентÿ мĕнпур ÿсĕмри çынсемшĕн те уçă пулнине çирĕплетекен тĕслĕх тесе çырнă.
«Школа 21» суйлав тапхăрне пурĕ 513 çын хутшăнать. Çав шутра Пушкăртстан çыннисем кăна мар, Самарăпа Эрĕнпур тата Челябинск облаçĕсен, Пермь крайĕн хăнисем те пур. Вĕсем С чĕлхепе хатĕрленĕ программăлав никĕсене алла илĕç, командăпа ĕçлемелли хăнăхусене аталантарĕç. Çывăх вăхăтра Ĕпхÿ кампусĕнче 12-14 çулхи шкул ачисем валли вĕренÿ программисем уçăлĕç. Çамрăксене электронлă системăсемпе ĕçлеме тата Python çинче скриптсем çырма хăнăхтарĕç.