Пур хыпар та
Вĕрентÿ
17 Сентябрӗн 2025, 11:30

Наци тумĕ тăхăнса вĕренетĕп

«Наци тумĕ тăхăнса вĕренетĕп» республика акци витĕмĕпе Пелепей районĕнчи Усень-Иваново шкулĕнче вĕренекенсене тĕрлĕ наци тумĕсен пайĕсемпе паллаштарнă. Çавăн пекех ачасене Пушкăртстанра пурăнакан халăхсем çинчен каласа панă.

Наци тумĕ тăхăнса вĕренетĕп
Наци тумĕ тăхăнса вĕренетĕп

Асăннă урока чĕннĕ хăна – Мажит Гафурипе Фатих Карим ячĕллĕ литература премийĕсен лауреачĕ, Чăваш Енри Писательсен союзĕн пайташĕ Лидия Мавлютова. Вĕренекенсем Лидия Александровна тăватă чĕлхе (чăвашла, вырăсла, пушкăртла тата тутарла) пĕлни, сăвăсем куçарма пултарни çинчен пĕлнĕ. Л.А. Мавлютова хаваспах чăвашла тата вырăсла сăвăсем вуласа панă.  

Ачасем наци тумĕсемпе питĕ кăсăкланнă, вĕсене тăхăнса та пăхнă. Тумсем çамрăк ăрăва хăйне евĕр те хитре пулнипе илĕртнĕ пулмалла.

Пелепей районĕ, Усень-Иваново ялĕ.

 

    

Наци тумĕ тăхăнса вĕренетĕп
Наци тумĕ тăхăнса вĕренетĕп
Наци тумĕ тăхăнса вĕренетĕп
Наци тумĕ тăхăнса вĕренетĕп
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас