Инновацисене пулăшу паракан фондăн «Умники» конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Пушкăртстанри 20 çамрăк тĕпчевçĕ грант пулăшăвĕ илнĕ. Республика çĕнтерÿçĕсем шучĕпе малта пыракан пилĕк регион шутне кĕнĕ.
Конкурса 35 çулчченхи çамрăксем хутшăннă. Грантсемпе усă курса вĕсем пĕрремĕш тĕпчевсем ирттерме пултараççĕ тесе палăртнă вице-премьер – ПР Промышленность министерствин ертÿçи Александр Шельдяев.
Пулăшăва тивĕçнĕ проектсен 84% тăватă тĕп сферăра пурнăçа кĕрĕç: медицинăпа сывлăх сыхлавĕн технологийĕсем, çĕнĕ материалсемпе хими технологийĕсем, ăс-тăн производстви технологисемпе биотехнологисем.
Грант икĕ çул хушши пурнăçланмалла. Çавăн пекех çĕнтерÿçĕсем инноваци инфраструктурисемпе тата вĕренÿ программисемпе усă курма пултарĕç.