Пур хыпар та
Вĕрентÿ
16 Декабрӗн 2025, 14:00

Аллă виçĕ вĕрентÿ учрежденине тĕпрен юсĕç

Çитес çулта Пушкăртстанра 53 вĕрентÿ учрежденине тĕпрен юсĕç. Çакăн пирки республика правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров пĕлтернĕ.

Аллă виçĕ  вĕрентÿ учрежденине тĕпрен юсĕç
Аллă виçĕ вĕрентÿ учрежденине тĕпрен юсĕç

Премьер-министрăн сăмахĕсем тăрăх, тĕп тĕллев – ачасемпе вĕрентекенсем валли хăтлă условисем йĕркелесси.

 - Стенасемпе пĕрле картишсене, спорт лапамĕсене, коммуникацисене йĕркене кĕртĕпĕр, хăрушсăрлăха вăйлатăпăр, кивĕ кĕнекесемпе оборудованисене улăштарăпăр. Унсăр пуçне вĕрентекенсем хăйсен квалификацине ÿстерĕç. Чи пĕлтерĕшли – строительсене пула вĕренÿ процесĕ чарăнса лармалла мар, юсав ĕçĕсем хыççăн ачасем паянхи куна тивĕçтерекен, хăтлă та хăрушсăрлăхлă классенче вĕренĕç, - тенĕ Андрей Назаров.

Регионти министрсен кабинечĕн пуçлăхĕ çакна та аса илтернĕ: 2025 çулта 12 муниципалитетри 39 вĕрентÿ учрежденине çĕнетнĕ. Çав шутра – икĕ ача сачĕ, 35 шкул тата икĕ колледж. Ĕçсене пурнăçлама 2,2 млрд тенкĕ тăкакланă.  

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас