ПР Наука тата аслă пĕлÿ патшалăх комитечĕн председателĕ Светлана Мустафина Пушкăртстан ăсчахĕсемшĕн «2025 çул наукăпа аслă шкулсем экономикăна аталантармалли тухăçлă система йĕркеленĕ пĕлтерĕшлĕ çулталăк» пулни çинчен пĕлтернĕ. Светлана Анатольевна 2025 çулта регионта çĕнĕ ведомство –Наука тата аслă пĕлу патшалăх комитечĕ уçăлнине пĕлтернĕ.
Вăл Пушкăртстанри малта пыракан аслă шкулсенче 102 пин ытла студент вĕреннине, вĕренме кĕнисен шучĕ сакăр процента ÿснине каланă.
- Паянхи кун регионта вунă пин ытла ют çĕршывран килнĕ студент пĕлÿ пухать, Ĕпхÿри наука тата технологисен кампусĕнче Китай чĕлхипе культурин центрне уçни тĕнчери пирĕн çыхăнусене çирĕплетет, - палăртнă республикăри наука ведомствин ертÿçи.
Пушкăртстан Раççейри наукăпа техника аталанăвĕн рейтингĕнче çиччĕмĕш вырăна çĕкленнĕ. Тăватă университет «Приоритет-2030» программăн грантне çĕнсе илнĕ. Çакă региона миллиард тенкĕ ытла илсе килнĕ. Пурĕ РФ Вĕрентÿпе наука министерствин гранчĕсен хисепĕ 717 миллион тенкĕпе танлашнă.
2025 çулта вунă индустри лабораторине йĕркеленĕ, вĕсенчен ытларахăшĕ хальхи аслă шкулсен хушшинчи кампусра вырнаçнă. Иртнĕ çулта ПР Наука академин эксперчĕсем 13 наукăпа тĕпчев ĕçне вĕçленĕ, патшалăх структурине паха экспертизăпа тивĕçтерсе регионти министерствăсем валли ултă аналитика ĕçне хатĕрленĕ.
Халĕ пирĕн MАХ мессенджерта официаллă канал пур! Унта web.max.ru/-687399910... каçăпа куçма пулать.