-21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пурĕ республикăри шкулсенче çур миллион ытла ача вĕренет. 2025 çулта Пушкăртстанри социаллă апатлану управленийĕн ĕçченĕсем шкулсене 704 хутчен тухса тĕрĕслев ирттернĕ. 2023 çулта ашшĕ-амăшсенчен шкулсенчи апат пахалăхĕ пирки 55, 2024 çулта 49, 2025 çулта 46 çăхав килнĕ.
2025 çулта пурĕ шкул столовăйĕсене çĕнетме 130 млн тенкĕ уйăрнă. Çак укçа-тенкĕпе çĕнĕ оборудовани, савăт-сапа, юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Технологи документацийĕсенче йăнăшасси 15 процентран 8-ра чакнă. Çулталăкне столовăйĕнче ĕçлекен 233 çын вĕренÿ иртнĕ.