Пур хыпар та
Вĕрентÿ
6 Нарӑсӑн , 16:00

Агровĕрентĕве пулăшу парас тĕллевпе 9,8 млн тенкĕ уйăрĕç

2026 çулта аграри аслă шкулĕсен преподавателĕсене тата агроклассен вĕрентекенĕсене парăнакан хавхалантару тÿлевĕсем валли 9,8 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Çак ĕç «Апат-çимĕç хăрушсăрлăхне технологи енчен тивĕçтересси» наци проекчĕн «Агропромышленность комплексĕнчи кадрсем» федераллă проект шайĕнче пурнăçа кĕрет.

Агровĕрентĕве пулăшу парас тĕллевпе 9,8 млн тенкĕ уйăрĕç
Агровĕрентĕве пулăшу парас тĕллевпе 9,8 млн тенкĕ уйăрĕç

Патшалăх пулăшăвĕ АПК предприятийĕсене пĕрлехи проектсене хутшăннă аграри аслă шкулĕсен преподавателĕсене тата агроклассен вĕрентекенĕсене паракан хавхалантару тÿлевĕсемпе çыхăннă тăкаксене саплаштарма май парать.

 2025 çулта наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Пушкăрт патшалăх аграри университечĕн 42 преподавателĕ тÿлев илнĕ. Иртнĕ çулхине уйăрнă укçа-тенкĕн виçи 1,4 млн тенкĕпе танлашнă.

ПР Правительствин премьер-министрĕ – ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов палăртнă тăрăх, 2026 çулта республикăра «Агропромышленность комплексĕнчи кадрсем» федераллă проекта малалла та пурнăçа кĕртĕç.

 - Специалистсене пулăшу панисĕр пуçне вĕренÿ инфраструктурине те малалла аталантарăпăр. Çав шутра - Пушкăрт патшалăх аграри университечĕн виççĕмĕш вĕрентÿ корпусне, виçĕ шкулти агротехнологи класне юсасси тата пурлăх базине çĕнетесси, çавăн пекех «Агропрофи» мероприятие хутшăнасси, - тенĕ министр.     

«Агропромышленность комплексĕнчи кадрсем» федераллă проектăн тĕллевĕ АПК предприятийĕсене 2030 çул тĕлне 90% кадрсемпе тивĕçтересси пулса тăрать.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас