Енчен те 2019-2020 вĕренÿ çулĕнче олимпиадăсен юлашки тапхăрĕнче республика чысне 82 ача хÿтĕленĕ пулсан, иртнĕ 2024-2025 çулта 153 ача пулнă. Республикăра вĕренекен çĕнтерÿçĕсемпе призерсен шучĕ те ÿсет. 2023 çулта 36 награда, 2024 çулта 52, 2025 çулта 57 пулнă. Çак кăтартусене телеграм-каналта республика ертÿçи пичетлесе кăларнă.
«Кăçал олимпиадăсене хутшăнакансемшĕн чăмăрсене тытатапăр», - палăртнă Радий Хабиров.
Раççей шайĕнчи олимпиадăсенче вĕренекенсем çĕнтерни, аслă шкулсене экзаменсемсĕр вĕренме кĕни – вĕсен тăрăшулăхĕпе пултарулăхĕн кăтартăвĕ тата пултаруллă ачасемпе тытăмлă ĕçленин тухăçĕ.
2019 çулта Пушкăртстанра «Аврора» Ачасемпе çамрăксене пулăшмалли тата пултарулăхне аталантармалли регионаллă центр уçнă. Шкул ачисемпе наука, искусство, спорт енĕсемпе ĕçлеççĕ.
Сăмахран, «Аврорăна» нефть институчĕн студенчĕ, химипе пĕтĕм тĕнчери олимпиадăсенче темиçе хутчен çĕнтернĕ Вадим Харисов, Ĕпхÿри 93№ лицейра вĕренекен Климат улшăннин тата экологи ыйтăвĕсемпе çыхăннă тĕнчери олимпиадăра çĕнтерÿçе тухнă София Салангина та çÿренĕ.
«Ачасемпе çамрăксем» наци проекчĕ пулăшнипе вĕренÿре, пултарулăха аталантарассинче çĕнĕ майсем уçăлаççĕ.