Федоровка районĕнчи Вĕрентÿ пайĕн методисчĕ каласа панă тăрăх, жюри йышĕ ачасем суйласа илнĕ темăсем тĕрлĕрен пулнине, халăх умĕнче тухса калаçмалли шай ÿснине палăртнă. Унсăр пуçне конкурса хутшăнакансем материала лайăх пĕлни те сисĕннĕ. Çакă çамрăк ăсчахсем çÿллĕ шайра хатĕрленнине, педагог-наставниксем тăрăшса ĕçленине çирĕплетет. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, çĕнтерÿçĕсене «Истори кустăрми», «Асамлă перо», «Наука тата сывлăх», «Гуманитари», «Филологи», «Пурнăç çинчен наука», «Культурăсен диалогĕ» тата ытти номинацисем тăрăх палăртнă. Мала тухнисен шутĕнче Урал ялĕнче вĕренекен ачасем те пур.
Тăваттăмĕш каласра ăс пухакан Марианна Васильева «Пирĕн пуплевĕн «çум курăк» сăмахĕсем» (ертÿçи – Светлана Юдина, кĕçĕн классен вĕрентекенĕ) тĕпчев ĕçĕ хатĕрленĕ. Вăл ăна паянхи вырăс чĕлхин çивĕч ыйтăвĕсенчен пĕрне халалланă. Хĕр ача «Асамлă перо» номинацире çĕнтерсе регион шайĕнче иртекен конкурса хутшăнма тивĕçнĕ. Çиччĕмĕш класра вĕренекен Анна Федоровапа Эвелина Семенова «Паттăрсем пирĕн хушăрах» (О.Вальщикова) темăпа тухса калаçнă. Тĕпчев ĕçне Урал шкулĕн ĕнерхи вĕренекенĕсене, СВО участникĕсене халалланă. Çамрăк тĕпчевçĕсем «Гуманитари юхăмĕ» номинацире мала тухнă.
Çĕнтерÿçĕсене çитĕнÿсем çинче чарăнса тăмасса, малалла ăнтăлма сунатпăр.
Федоровка районĕ.