Унччен маларах программа хушма мероприяти пек ĕçленĕ. Халĕ ăна 10 тата 11-мĕш классен вĕрентÿ программине кĕртĕç. Шкул ачисем обществăна аталантарассипе çыхăннă пуçарусене шухăшласа кăларма тата пурнăçа кĕртме пултарĕç. Ăнăçлă пурнăçа кĕнĕ проектсем Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсен кăтартăвĕсем çумне хушма балсем хушмалли никĕс пулса тăрĕç.
РФ çут ĕç министрĕ Сергей Кравцов асăннă программа паянхи вĕрентÿшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.
- Паянхи шкул ачисене теори пĕлĕвĕ кăна мар, практика хăнăхăвĕ те кирлĕ. Çĕнĕ вĕренÿ пуçарăвĕ çамрăк çынсене хăйсен пултарулăх вăй-хăватне уçса пама, пĕр-пĕр ыйтăва татса панă чух хăйсен тĕллĕн йышăну тума, пулас профессие суйласа илме пулăшĕ, - тенĕ РФ Çут ĕç министерствин ертÿçи.