Пур хыпар та
Вĕрентÿ
18 Нарӑсӑн , 17:00

Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсене 750 пин çын тытма хатĕрленет

Çак кăтартусемпе Раççейĕн вĕрентÿ надзорĕн пуçлăхĕ Анзор Музаев Патшалăх Думин комитечĕн çут ĕç енĕпе иртнĕ канашлăвĕнче паллаштарнă.

Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсене 750 пин çын тытма хатĕрленет
Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсене 750 пин çын тытма хатĕрленет

Анзор Музаев Пĕрлĕхлă патшалăх экзаменĕсене йĕркелессипе тата вĕсем мĕнле иртнине тĕрĕслессипе çыхăннă плансем çинчен каласа панă. Унăн сăмахĕсем тăрăх, çитес экзамен кампанине 750 пине яхăн çын хутшăнма палăртать, экзаменсем çĕршывăн мĕнпур субъекчĕсенче тата чикĕ леш енчи 54 патшалăхра иртĕç.

Хатĕрленÿ тапхăрне регионти тата пĕтĕм Раççейри хатĕрленÿсене, тĕрĕслев материалĕсен демонстраци варианчĕсене пичете кăларассине кĕртнĕ. Выпускниксем Пĕрлĕхлĕ тата Тĕп патшалăх экзаменĕсене тытмалли йĕркепе паллашма, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем практика мероприятийĕсене хутшăнма пултарĕç.  

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас