2030 çул тĕлне Пушкăртстанри вĕрентекесен çуррине Раççейри компьютер техникипе тивĕçтермелле. Çакăн пирки ПР Цифрăсен министерствин пуçлăхĕн çумĕ Денис Слепов ПР Патшалăх Пухăвĕн гражданла общество институтне аталантарас, информаци политики тата тĕнчен ĕçсен енĕпе ĕçлекен комитечĕн ларăвĕнче пĕлтернĕ. Асăннă ĕç «Экономика тата патшалăхăн цифра трансформацийĕ» наци проекчĕн тĕллевĕсемпе килĕшÿллĕн пурнăçланать.
Тĕплĕнрех каласан, республикăри шкулсенче ĕçлекен 16 пин педагога (52%) планшетсемпе тивĕçтермелле. Виçĕ çула тăсăлакан проекта кăçал хута янă. Укçа-тенке çапла майпа пайланă: 2026 çулта – 92 млн тенкĕ, 2027 çулта – 10 млн тенкĕ, 2028 çулта – 222 млн тенкĕ. Пĕтĕмĕшле проекта пурнăçа кĕртме 524 млн тенкĕ тăкаклĕç.
Техника çĕршывра туса кăларни, Раççейри операци системипе тивĕçтерни пулмалла.