Пур хыпар та
Вĕрентÿ
12 Мартӑн , 09:00

Директор çумĕсене 30 пин тенкĕ хушса тÿлĕç

Çакă воспитани енĕпе вĕренекенсем хăйсен киревсĕр хăтланăвĕпе çынсене сиен кÿрессинчен сыхланассипе ĕçлекен директор çумĕсене пырса тивет.

Директор çумĕсене  30 пин тенкĕ хушса тÿлĕç
Директор çумĕсене 30 пин тенкĕ хушса тÿлĕç

Пушкăртстан Пуçлăхĕн Радий Хабиров хушăвĕпе ПР Çут ĕç министерствине шкул директорĕсен воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсене вĕренекенсем киревсĕр хăтланнине хирĕç профилактика ирттермелли тата должноçри инструкцисене çирĕплетнĕ.
Март уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вĕсене 30 пин тенкĕ хушма тÿлев уйăрĕç. Ку терроризмран хӳтӗленмелли 1 тата 2 категориллӗ шкулсене пырса тивет. Хушма тӳлеве 15 процент Урал коэффициенчӗ те витĕм кÿрĕ.
Инга АЛЕКСЕЕВА.

Пирĕн MАХри канал - https://max.ru/ursassi.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас