Проект шайĕнче педагогсем ял-салана е 50 пин çын пурăнакан хулана ĕçлеме куçнăшан 1-шер миллион тенкĕ илме тивĕçеççĕ. Вĕрентекенĕн пилĕк çул хушши, эрнере 18 сехетрен кем мар ĕçлемелле.
«Земство учителĕ» программăна хутшăнакан Пушкăртстанри шкулсене 12 математика учителĕ, 5 вырăс чĕлхипе литература, 1 физика, 2 информатика, 4 акăлчан чĕлхи, 1 кĕçĕн классен тата 2 физкультура вĕрентекенĕ кирлĕ.
«Земство учителĕ» программăна хутшăнма кăмăл пуррисем апрель уйăхĕн 15-мĕшĕччен заявка пама пултараççĕ.
Çĕршывĕпе илес пулсан конкурс суйлавĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, РФ Çут ĕç министерстви «Земство учителĕ» федераллă программа шайĕнче 1 216 вакансие хупма палăртать.