Пур хыпар та
Вĕрентÿ
29 Мартӑн , 16:00

Пушкăртстан историне çĕнĕ учебниксем тăрăх вĕренĕç

Çĕнĕ учебниксене Рамиль Рахимов, Булат Азнабаев, Алексей Кортунов, Ильгиза Мухаметова паллă специалистсемпе «Гармония» харпăр вĕрентÿ учрежденийĕнчи истори учителĕ Евгений Гостев хатĕрленĕ.

Пушкăртстан историне çĕнĕ учебниксем тăрăх вĕренĕç
Пушкăртстан историне çĕнĕ учебниксем тăрăх вĕренĕç

5-7 классенче вĕренекенсем Пушкăртстан историне çĕнĕ учебниксемпе вĕренĕç. Кĕнекесене шкул ачисене çитес вĕренÿ çулĕнче валеçсе парĕç. Вĕренÿ пособийĕсем килĕшÿ витĕр тухнă, вĕсене учебниксен федераллă списокне кĕртнĕ.

Халĕ шкул историйĕн курсĕ виçĕ пайран тăрать: пĕтĕмĕшле истори, Раççей историйĕ тата тăван ен историйĕ. Ачасем «Пĕчĕк тăван çĕршыв историне» авалтан пуçласа Раççей патшалăхĕ йĕркелениччен тата паянхи кунсем таранах тĕпчĕç. Унсăр пуçне ятарлă çар операцийĕн паттăрĕсене халалланă уйрăм пай та пулĕ.

– Эпир хамăр регион историне уйрăм халăх пек мар, çут çанталăка алла илессинчен, хуласем хăпартассинчен пуçласа культурăпа наукăна тата вĕрентĕве аталантарасси таранах Раççей йышĕнче аталанса пынă пĕтĕм тăван тавралăх пек кăтартатпăр, – ăнлантарса панă авторсенчен пĕри, историк, Пушкăртстан Республикинчи Общество Палатин председателĕ Рамиль Рахимов.

Хатĕрлевçĕсем кăткăс истори тапхăрĕсене шайлашуллă çутатса парасси çине уйрăмах тимлĕх уйăрнă.

– Эпир «майлă» е «хирĕç» позици йышăнмастпăр. Сăмахран, Пугачев пăлхавĕ çинчен каласа панă май хамăр çĕршыва хÿтĕленĕ геройăн, Салават Юлаевăн, паттăрла ĕçĕсене çеç мар, Ĕпхÿ хулине хÿтĕленĕ çынсен хăюлăхне те кăтартатпăр. Ку Оренбург экспедицийĕ, Октябрь революцийĕ йышши кăткăс самантсене те пырса тивет, – тесе пĕлтернĕ историк.

Пирĕн MАХри канал - https://max.ru/ursassi.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас