+25 °С
Облачно


Ĕçсем мĕнле пыни çинчен Пушкăртстан правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров каласа панă.
Паянхи кун Ĕпхÿри 218№, Сибай хулинчи «Светлячок» ача сачĕсенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Вĕсен шутне инженер сечĕсене, урайне, çуртсен тăррисене, чÿречесене, фасадсене, кĕмелли вырăна çĕнтесси кĕрет.
Пушкăртстанра юлашки тăватă çул хушшинче 72 пин ача вĕренекен 181шкул çуртне юсанă. Кăçал республикăра ултă колледжра, ултă ача садĕнче тата 41 шкулта юсав ĕçĕсем туса ирттерĕç.