Урал сасси
+12 °С
Облачно
Вĕрентÿ
2 Июня , 08:00

Пушкӑртстанра cусăр ачасен 82 проценчӗ ахаль шкулсенче вӗренет

Республикăра инклюзивлӑ вӗрентӗве (сывлăх, ăс-тăн тата ытти уйрăмлăхлă ачасене пĕр класра е вĕренÿ учрежденинче вĕрентни) аталантарас ӗҫ малалла пырать.

Пушкӑртстанра cусăр ачасен 82 проценчӗ ахаль шкулсенче вӗренетПушкӑртстанра cусăр ачасен 82 проценчӗ ахаль шкулсенче вӗренет
Пушкӑртстанра cусăр ачасен 82 проценчӗ ахаль шкулсенче вӗренет

Ун пирки Андрей Назаров премьер-министр социаллă сетьсенче каласа кӑтартнӑ. Сӑмахран, республикӑра сывлӑх енчен хавшак 35 пин ытла шкул ачи пурăнать. Вӗсенчен 82 проценчӗ ятарлӑ условиллӗ ахаль шкулсенче вӗренет, ыттисем коррекци учрежденийӗсенче пĕлÿ пухаççĕ.

- Пирӗн тӗллев - республика центрӗнчен пуҫласа шкул, педагог, ача тата унӑн ашшӗ-амӑшӗ таранах лайӑх ӗҫлекен пӗр тикӗссӗр тытӑм тӑвасси, - палӑртнă министрсен кабинечĕн пуҫлӑхӗ.

- Кун валли регионта 19 центртан тӑракан сеть ӗҫлет, кашни муниципалитетра çак ыйтупа çыхăннă тĕп шкулсене палӑртнӑ.

Иртнĕ çултан пуçласа Пушкӑртстанра

"Сывлăх çитменлĕхĕсем пур ачасене - мобильлӗ пулӑшу" проект ӗҫлеме пуҫланӑ, унта социаллă хÿтлĕх, сывлӑх сыхлав тата вӗренӳ специалисчӗсем пулӑшаҫҫӗ. Андрей Назаров ҫак сферӑна 2030 ҫулччен аталантармалли план хатӗрлеме хушнӑ. Çавăн пекех сывлăх çитменлĕхĕсем пур, сусӑр, СВОна хутшӑнакансен ачисене психологипе педагогика пулӑшӑвне парассине вӑйлатмалла.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас